Чăваш эрни вĕҫленчĕ

Чăваш эрни вĕҫленчĕ



 Чăваш эрнине вĕҫленĕ май паян Кăкшăм шкулĕнче Иван Яковлев ҫуралнăранапа 175 ҫул ҫитнине уявларĕҫ. Сцена ҫине «Ҫамрăк агаковецсем» театр ушкăнне ҫӳрекен ачасем тухрĕҫ. Вĕсем театр мелĕпе И.Я. Яковлевăн пурнăҫĕ ҫинчен каласа пачĕҫ. Иван Яковлевăн «вĕренекенĕсем»  патриарха тĕрлĕрен кăсăклă ыйтусем парса унăн ĕҫ-хĕлĕ ҫинчен ыйтса пĕлчĕҫ. Ытти классенче вĕренекен ачасем чăваш чĕлхине ҫутта кăларакан паллă ҫынна халалласа пĕчĕк концерт лартса пачĕҫ.

Кашни класс чăвашла сăвăсем тата юрăсем юрларĕ, ташă ушкăнĕ чăваш ташши ташларĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентекен Александрова Л.И. ачасене ăшă тав сăмахĕсем каларĕ, тăван чĕлхене манса кайманшăн мухтарĕ, хăй хайланă сăвва вуласа пачĕ.

Концерта вĕрентекенсен ушкăнĕ вĕҫлерĕ. Музыка учителĕ пулса ĕҫлекен Яковлева А.В. хатĕрленĕ икĕ юрăна юрласа пачĕҫ вĕрентекенсем. Тăвăллă алă ҫупса тата ырă сăмахсемпе кĕтсе илчĕҫ ăна ашшĕ-амăшĕсем тата вĕренекенсем. Ачасене валли ҫакă ырă тĕслĕх пулса тăчĕ.

Фотогалерея