Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май Кăкшăм шкулĕнче те тĕрлĕ мероприятисем иттереççĕ. Тĕслĕхрен, паян ачасем И. Яковлевăн ĕçĕпе тата унăн вĕренекенĕсемпе паллашрĕç. И.Яковлев 50 çул ытла халăха вĕрентес ĕçре тăрăшни, алфавит йĕркелени, унпа эпир ку таранчченех усă курни, хăй букварь валли пĕчĕк калавсем çырни ачасене тĕлĕнтерчĕ те, кăсăклантарчĕ те. Унăн вĕренекенĕсем пысăк учёнăйсем, композиторсем, педагогсем, çыравçăсем пулни хавхалантарчĕ. Лайăх пĕлÿ илмесĕр пурнăçри тĕллевсене пурнăçлама май çуккине ăнланчĕç.