Чăваш чĕлхипе литератури эрни пуҫланчӗ

Чăваш чĕлхипе литератури эрни пуҫланчӗ

Паян, ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче, чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçрăмăр. Мероприяти пуçламăшĕнче шкулĕпех чăваш гимне юрларăмăр.

«Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха манма хушнипе пĕрех»,- тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев. Унăн халалĕ ҫинчен 8-мĕш класс ертӳҫи Иванова Елена Васильевна каласа пачĕ. Ҫак сăмахсене шута хурса 8-мёш классра вĕренекенсем Василий Давыдов-Анатри поэт ҫырнă «Упра тăван чĕлхемĕре» сăвва уҫҫăн янратрĕҫ.
Эрне пуҫланчĕ. Кашни кунах шкулта вĕренекенсем хăйсен пултаруллăхне кăтартĕҫ.