Тĕлпулу

 

         Шкулта паллă çынсемпе тĕл пуласси йăлана тахçанах кĕнĕ. Паян пирĕн патра хăнара чăваш культурин паллă çынни Э. И. Патмар пулчĕ. Вăл хăйĕн творчествăллă ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Хăй чăвашсем пурăннă вырăнсенче: Пушкăртра та, Тутар республикинче те, Çĕпĕрти чăваш ялĕсенче, Самар облаçĕсенче тата ытти çĕрте те чăваш сăмахлахне пухни çинчен, пурнăçĕнчи питĕ интереслĕ самантсем синчен аса илчĕ.  Юлашки вăхăтра кăларнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Пулас профессие мĕнле суйласа илмелли пирки сĕнӳсем пачĕ. Ачасен нумай ыйтăвĕсене хуравларĕ, хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Тĕлпулупа пурте кăмăллă юлчĕç.