Саванатăп хам чăваш пулнишĕн,
Шăнкăр - шăнкăр юхакан юрришĕн,
Тăпăл – тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн…
Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн.
Шкулта чăваш эрни пынă май 2, 4 класра вĕренекен ачасен «Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн» уяв пулса иртрĕ. Уявра ачасем пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă чăваш чĕлхипе илемлĕ сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Çамрăк артистсем «Вăрман пулăшу ыйтать» юмаха питĕ пултаруллă выляса пачĕç.