Марина – Маттур!

 

Шкулта вĕренекенсем сăвă çырас ăсталăха литература урокĕсенче туптаççĕ. Турă панă таланта аталантарма шкулти учительсем чылай вăй хураççĕ, халăх умĕнче тухса калама хăнăхтарса пыраççĕ: вĕренекенсене тĕрлĕ уявсене, конкурссене явăçтараççĕ. Шкулта çамрăк сăвăçсенчен Марина Тимофеева ытларах палăрса тăрть. Вăл сăввисене пухса  «Сăвăсем» ятлă кĕнеке кăларчĕ. Паян вăл ку кĕнекене районти çамрăк сăвăçсен конкурсĕнче хӱтĕлеме пултарчĕ. Маттур Марина!