Музей – халăхăн ăс-пурлăхĕ, йăли-йĕрки, асаилÿ çÿпçи

 

«Шыравçă» краеведени кружокĕн членĕсем патĕнче «Çăл куç» ача садĕнчи ачасем хăнара пулчĕç. Пурте илемлĕ эрешлĕ чăваш тумне тăхăннă. Экскурсоводсем пĕчĕк тусĕсене музейри экспонатсемпе паллаштарчĕç. Пĕчĕккисене ытларах этнографи кĕтесĕ килĕшрĕ. Кунта вĕсем чăвашсен ĕлĕкхи хуçалăхра усă курмалли япаласем çинчен интересленсех итлерĕç. Асаннесен çÿпçи çинчен аса илчĕç. Çÿпçере мĕн-мĕн пуррине каларĕç. Чăваш хĕрарăмĕн тумĕпе, тĕррисемпе  паллашрĕç. Экскурси пурне те килĕшрĕ. Ачасем татах килме сăмах пачĕç.