Чăваш ене çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕр-шывĕ тесе ахальтен мар каланă. Тĕрлеме пĕлмен хĕр кунта пулман. Арçынсем хушшинче те тăрлеме юратакансем чылай пулнă. Чăваш тĕрри – авалхи çырулăх палли тесе калаççĕ. Çавăнпа ют çĕр-шыв ăсчахĕсем те унпа интересленеççĕ. Чăваш тĕррин тĕслĕхĕсем пирĕн музейра та пур. Вĕсене сурпансем çинче, кĕпесем çинче, масмаксем çинче курма пулать. Вĕсем кашни килте тенĕ пекех упранаççĕ.
Паян вĕренекенсем асламăшĕсен çÿпçисенчен терленĕ япаласем шкула илсе килчĕç,
чăваш тĕрри куравне йĕркелерĕç. Кунта ĕлĕкхи тĕрĕсем те, хальхисем те куçа илĕртеççĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Л.И.Алекандрова чăваш тĕррисен пĕлтерĕшĕсем çинчен, чăвашсен паллă тĕрĕçисем çинчен, вĕсем ытларах мĕнле тĕссемпе усă куни çинчен каласа пачĕ, презентаци кăтартрĕ. Пурте кăсăклансах итлерĕç. Уява килнĕ хăнасем О.Н.Емельянова, З.И.Лисицына хăйсен тĕррисене илсе килнĕ. Ку е тепĕр тĕрĕ мĕнле çурални, вĕсен техники, мĕнле тĕссемпе ытларах усă курни çинчен каласа пачĕç. Вĕренекенсем тĕрĕçĕсен ĕçĕсемпе питĕ кăсăкласа кайрĕç, ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Хăнасем тĕрлемелли мелсене кăтартрĕç. Вĕренекенсем чăваш тĕррине халалланă сăвăсем вуласа пачĕç.