Паттăрла ĕçсем вăрçăра кăна мар, мирлĕ пурнăçÿра та тума пулать

          Вăрçă çинчен эпир илемлĕ фильмсенчен, литературăран, ватă асаттесемпе асаннесем каласа панинчен пĕлетпĕр. Çĕнтерÿ кун çав тери пысăк çухатусемпе килнĕ. Тăшман йăвине кĕрсе аркатасси халăхсен туслăхĕсĕр тата совет салтакĕн паттăрлахĕсĕр пулман.  «Паттăрсем вăрçăра çуралаççĕ», - тенĕ ваттисем.

         Вăрçăра анчах паттăрлăх кăтартма пулать-ши? Çак ыйтăва сÿтсе яврĕç паян 5-мĕшсемпе 6-мĕшсем Н.Мартыновăн «Юнлă çырла», Л.Агаковăн «Салтак ачисем» хайлавĕсене вуласа тухнă май. Калаçăва пурте активлă хутшµнчĕç тĕслĕхсене пурнăçран та нумай илчĕç. Тĕслехрен, 7-мĕш класра вĕренекен Федотов Павел шыва путакан кĕçĕн класс ачине çăлни те паттăрлăх пулнине палартрĕç.

        Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç: паттăрла ĕçсем вăрçăра кăна мар, мирлĕ пурнăçÿра та тума пулать.