«37 пĕртăван» вăйă

«Ху чĕлхÿне юратмасăр тăван çĕршыва та юратма çук», - тенĕ К. Паустовский. 5-мĕшпе 6-мĕш классенче  «37 пĕртăван» юмахлатнă вăйă иртрĕ. Ку вăйăра тăван чĕлхене лайăх пĕлсен, унпа пĕлсе усă курсан кăна çĕнтерме пулать. Веренекенсем Алфавит хулинче те пулчĕç, Шарада çырми урлă та каçрĕç, Ударени вăрманĕнче те пулчĕç, чăвашсен паллă çыннисемпе паллашрĕç, Шутлав утравне те çитрĕç, унти Шырав тăвĕ çине те улăхрĕç. Ку вăйăра туслăх çĕнтерчĕ.