«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ И.Я.Яковлев. Чăвашсен паллăран та паллă чĕлхеçĕсенчен пĕри В.Г.Егоров. Вăл 23 чĕлхе пĕлнĕ. Унран «Хăвăр пĕлекен чĕлхесенчен хăшĕ чи илемли, чи юратни, чи пуянни?» - тесе ыйтаççĕ. Вăл виçĕ ыйтăвĕ çине те пĕр хурав парать: «Тăван чĕлхе». Апла пулсан пирĕн ăша анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхене лайăх пĕлмелле, упрамалла, аталантармалла. 7-мĕш тата 8-мĕш классенче «Чи лайăх чĕлхеçĕ» ăмăрту иртрĕ. Кунта тĕрлĕ ыйтусем пулчĕç: чĕлхе правилисем, ваттисен сăмхĕсем, тупмалли юмахсем. Чи лайăх чĕлхеçĕ ятне Васюткина М., Проказин А., Порфирьева О. тивĕçлĕ пулчĕç.