Паянхи кун пĕтĕм чǎваш çĕрĕ çинче чǎваш чĕлхи кунне паллǎ тǎваççĕ, ǎна халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Пирĕн шкулта та чаплǎ лару-тǎрура уçрĕç ǎна. Чǎваш чĕлхе тата литература учителĕ Александрова Л.И. уявǎн историне каласа пачĕ, унтан пуçарулǎха ачасем хǎйсен аллине илчĕç. Ертÿçĕсем 7 класс хĕрачисем Васюткина Мария тата Григорьева Кристина пулчĕç. Тĕрлĕрен сценкǎсем, инсценировкǎсем, конкурссем тата викторинǎсем питĕ хаваслǎ тата интереслĕ иртрĕç.
Пирĕн шкулти 6-мĕш класра вĕренекен Ильин Константин кǎçал «Мехел» конкурса хутшǎнчĕ, иккĕмĕш тапхǎра тухма пултарчĕ. Çак уявра вǎл хǎйĕн «Параппан» юррине юрласа пачĕ, куракансене савǎнтарчĕ.
Уява пĕтерес умĕн Александрова Л.И. чǎваш ачисен вǎйисене ирттерме сĕнчĕ, ачасем хаваспах килĕшрĕç.
Содержаниепе питĕ пуян мероприяти пулчĕ Чǎваш чĕлхи кунĕ.