Кĕнекесен куравĕ

Ентеш Çыравçăсен кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Кунта Етĕрне районĕнчи çыравçăсен кĕнекисем библиотекăри сентресем çине вырнаçрĕç. Л.Агаковăн, М.Беловăн, Н.Мартыновăн, Г.Зотовăн, А.Афанасьевăн тата ыттисен те. Ачасем ытларах Кăкшăм тăрăхĕнчи литература ĕçченĕсемпе интересленчĕç. Кĕçĕн классене уйрăмах Г.Зотовăн юмахĕсем килĕшрĕç. Вĕсем библиотекăпа тачăрах çыхăну тытаççĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем Л.Агаковăн произведенийĕсепе паллашрĕç. Ку куравра шкулти пур ача та пулче (64 ача).