Ашш.-амăшĕсен пухăвĕ

Пуху пуçланиччен ачасем «Мăнкун» сценкăна лартса пачĕç.

6-мĕш класри ачасен ашшĕ-амăшĕ пухура «Пирĕн ачасене кам япăха вĕрентет?» темăна сÿтсе яврĕç. Класс руководителĕ Александрова Л.И. тĕрлĕ тĕслĕх илсе пачĕ. Килтисем хушшинчи хутшăну ачасем çине мĕнле витĕм кÿни: ачан ыйтăвĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерни е питĕ çирĕп тытни тата тивĕçсĕр айăплани, аслисем тимсĕр пулни мĕн патне илсе пыни çинчен пурте хĕрсех калаçрĕç. Ытларах халăх йăли-йĕрки çине таянса ачасене ырра вĕрентсе пымаллине палăртса хăварчĕç.

Пуху вĕçĕнче класс руководителĕ уроксене сиктермесĕр тăрăшса вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене «Тантăш» хаçат илсе тăма квитанцисем парнелерĕ. Куна çак ачасем тивĕçлĕ пулчĕç: Григорьева Кристина, Корчев Кирилл, Яковлева Марина, Васюткина Маша районта тата республикăра ирттерекен конкурссенче малти вырăнсене йышăннăшăн «Сунтал» журнала тивĕçрĕ.