Юмах каçĕ

5-мĕшпе 6-мĕш классем «Юмах тĕнчинче» пулчĕç. «Çарăк» тата «Çăмах» юмахсене ним хатĕрленмесĕрех артистсем пекех выляса пама пултарчĕç. «Кĕсле ту» (5-мĕш класс) тата «Сар ту» (6-мĕш класс) ушкăнсем юмах илемлĕ каласа парассипе, юмахри сăнарсене палласа илессипе, диафильм тăвассипе ăмăртрĕç. Ушкăнсем питĕ хаваслă кăмăлпа ĕçлерĕç. Икĕ ушкăнĕ те юмахсене лайăх пĕлни курăнчĕ. Жюри членĕсем вĕсене пĕр тан балсемпе хакларĕ.