Конференции-урок

Урок теми: «Чăваш çырлăхĕн аталанăвĕ». Тĕллевĕсем: çырулăх аталанавĕн çулĕпе ачасене паллаштарасси, вĕренекенсене халăх умне тухсе калаçма хăнăхтарасси, тăван челхене хисеплес туйăма аталантарасси.

9-мĕш класра вĕренекенсем хăйсем хатĕрленĕ реферачĕсене хÿтĕлерĕç. Ачасен доклачĕсем тăрăх çырулăх аталанăвĕн йĕрĕ куç умне тухса тăчĕ. Ильин Сергей кивĕ çырулăх çинчен каласа пачĕ, Карпова Оксана – çĕнĕ çырулăх синчен, Павлова Таня – çырулăх палăкĕсем çинчен. Чăвашсемшĕн чунне парса ĕçлекенсем çинчен çырнă рефератсем те пулчĕç: «Чăвш халăхĕн патриархĕ», «Н.И.Ашмарин», «Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем». Урок вĕçĕнче вара ачасем çак пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрĕç: Темле йывăрлăхсем витĕр тухнă пулсан та чăваш халахĕ хăйĕн чĕлхине упраса хăварма пултарнă. Пирĕн чĕлхе тĕнчере чи ватă чĕлхесенчен пĕри шутланать, апла пулсан пирĕн унпа мухтанмалла, упрамалла.